| 2450 | Куйкӑрӑш кайӑкне кашни ҫынах кураймасть. | Куйкӑрӑш |
| 2451 | Куйкӑрӑш кулянса ларнине юратмасть. | Куйкӑрӑш |
| 2452 | Куйкӑрӑш тытмасӑр телей ҫук. | Куйкӑрӑш |
| 2437 | Куккук сасси ултавлӑ. | Куккук |
| 2438 | Куккук ҫӑмартинчен пӑрчӑкана усӑ ҫук. | Куккук |
| 2439 | Куккук та лайӑх авӑтать те, шӑпчӑка ҫитеймест. | Куккук |
| 2440 | Куккук та тӑван йӑва ҫуккишӗн кулянать. | Куккук |
| 2441 | Куккук хӑй йӑви ҫукшӑн авӑтать. | Куккук |
| 2442 | Куккук юррине кукша анчах юратать. | Куккук |
| 2443 | Куккукӑн куккӑшӗ ҫук. | Куккук |
| 2444 | Куккукӑн юрласси Питравччен. | Куккук |
| 2445 | Куккукӑн ялан пӗр юрӑ. | Куккук |
| 2446 | Куккукран чӑпар кайӑк ҫук, тӑлӑхран хурлӑхлӑ ҫын ҫук. | Куккук |
| 2447 | Куккукшӑн пулсан чӑпар тӗсрен хитри ҫук. | Куккук |
| 1921 | Кунӗ йытӑ патне туясӑр ан пыр теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1959 | Купӑстана вӗреннӗ качака мӑйракасӑр тӑрса юлнӑ. | Качака |
| 2474 | Курак кӗрпе каять, хӗр ҫурпа каять. | Курак |
| 2475 | Курак килет — юр каять. | Курак |
| 2476 | Курак килет: курас тет, курса пӑхса илес тет. | Курак |
| 2477 | Курак килсен чикан тӑлӑпне сутса ярать. | Курак |
| 2478 | Курак куҫӗ катаран курать. | Курак |
| 2479 | Курак куҫне курак чавмасть. | Курак |
| 2480 | Курак сӑмси чул чавать. | Курак |
| 2482 | Курак та хӑй юррине ырлать. | Курак |
| 2483 | Курак та чӗппине шуррӑм-шуррӑм тесе ачашлать. | Курак |
| 2484 | Курак тени ларас вырӑна та варалать. | Курак |
| 2485 | Курак хӑй юррине хӑех юрлать. | Курак |
| 2486 | Курак чакак кулли пулса юлнӑ. | Курак |
| 2487 | Курак ыйтнипе юр ҫумасть. | Курак |
| 2481 | Курак-ҫӑхан виле таврашӗнче явӑнса ҫӳрет. | Курак |
| 2488 | Курака палламан ҫын тӗнчере те ҫук. | Курак |
| 2489 | Куракӑн курак юрри, ҫӑханӑн ҫӑхан юрри. | Курак |
| 2490 | Куракӑн пӗр юрӑ, ухмахӑн пӗр сӑмах. | Курак |
| 2491 | Куракӑн яланах пӗр юрӑ. | Курак |
| 2492 | Куракпа чавкана пӑх ҫитмен. | Курак |
| 2493 | Куракпа чакакӑн юрри пӗр. | Курак |
| 2494 | Кураксем ӑҫта, чавкасем те унтах. | Курак |
| 1490 | Курӑк акса тырӑ тума ҫук. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1491 | Курӑк вутӑ пулас ҫук, кӑмакана хутас ҫук. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1492 | Курӑк нумай ҫӗрте выльӑх самӑр, виле нумай ҫӗрте пуп самӑр. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1493 | Курӑк пушӑт ҫӑпатара чӑтӑмсӑр. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1494 | Курӑк ҫук та выльӑх ҫук, выльӑх ҫук та ырлӑх ҫук. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1495 | Курӑк та ҫиле хирӗҫ тайӑлмасть. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1496 | Курӑкпа сывалмаллине анчӑк та пӗлет. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1497 | Курӑкран вӑрман пулман. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1498 | Курӑкран лутра пул, юхан шывран шӑпрах пул. | Йывӑҫ—курӑк |
| 1627 | Кутамас юманӑн турачӗ хулӑн. | Юман |
| 2014 | Кушак ӑшӑ вырӑн шырать, этем ырӑ вырӑн шырать. | Кушак — Шӑши |
| 2015 | Кушак кайӑкӗ куҫ хыҫӗнче анчах хӑюллӑ. | Кушак — Шӑши |
| 2016 | Кушак куҫӗ курман чух шӑшие чару ҫук. | Кушак — Шӑши |